«Кăвар чěреллě поэт» монопьеса кăтартрăмăр

«Кăвар чěреллě поэт» монопьеса  кăтартрăмăр

«Çеçпěл çеçкисем» театр ушкăнěн  пултаруллă хастар ачисем чỷк уйăхěн 16-мěшěнче, Çеçпěл Мишши çуралнăранпа 125 çул тултарнине халалласа, «Кăвар чěреллě поэт» ятлă монопьеса лартрěç. Пьесăра поэт пурнăçěнчи тěрлě тапхăрне çутатса пама тăрăшрěç.  Çеçпěл Мишшин  çулăмлă сăмахěсем  вěренекенсене тыткăна илчěç.

- Чăваш чěлхине пирěн хисеплемех тивет! – тенě Михаил Кузьмин. Çеçпěл Мишши çапла уçăмлă каланине ачасем ěмěрлěхех ăша хывěç, тăван чěлхене малашне те юратса вěренěç.