Чăваш
поэзийěн никěсне хываканни – Çеçпěл
Мишши. Кăвар чěреллě поэтăмăр çуралнăранпа 125 çул çитнě май чỷк уйăхěн
15-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта «Çеçпěл çеçкисем» ятлă
театр ушкăнěнчи хастар вěренекенěсем Михаил Кузьмич Кузьминăн сăввисене
пăхмасăр вуларěç. «Чăваш ачине», «Чăваш чěлхи», «Чăваш арăмне», «Хурçă шанчăк»,
«Салтак шăпи» сăввисем уçăмлă янăрарěç. Уйрăмах 5-8 класра вěренекенсен пултарулăхě палăрчě.
Унсăр пуçне ачасем «Чăваш ачине» сăввипе
çырнă Чăваш çамрăкěсен гимне юрласа пачěç.