Ака уйăхěн 19-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ
паракан вăтам шкулта чăваш халăхне çутта
кăларакана, Иван Яковлевич Яковлева халалласа чăваш чěлхипе литература эрни
пуçланчě. Çак çурхи хěвеллě кун чăваш чěлхине вěрентекен Кузьмина Венера
Меркурьевна хăйěн вěренекенěпе, Васильева М., Шупашкар
хулинче наукăпа практика конференцийěнче пулса курчěç. Васильева М. автор
поэзийěпе проза секцинче хăйěн ěçне хỷтěлерě. Вăл хальхи вăхăтра çар тивěçне
пурнăçлакан паттăр çын çинчен «Кỷршě ял каччи» хайлавпа жюри членěсене
паллаштарчě. Жюри членěсем пирěн вěренекен ěçне лайăх хак пачěç. Васильева М. лауреат ятне çěнсе илчě. Эпир ăна чун-чěререн саламлатпăр!