Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне халалланă «Çăлтăрчăк» вăйă

Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне халалланă «Çăлтăрчăк» вăйă

Тăван чĕлхене суйламаҫҫĕ.

Суйлас пулсан та ăна

Эпĕ илĕттĕм суйласа

Тăван чĕлхеҫĕм-сана»

Раиса Сарпи

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Çĕр çинче пурăнакан пур халăхăн та хăйĕн чĕлхи пур. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе тĕнчене курма, ăнланма вĕренет. Ăна эпир атте-анне чĕлхи тетпĕр. Чĕлхесене сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе ирттерме йышăннă та çак уява. Кашни халăх чĕлхи турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă ҫепĕҫ, ачаш… Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та ҫепĕҫ, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, ҫĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Урпаш шкулĕн Пушкăрт ялĕнчи уйрăмĕнче вĕренекенсем нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Çăлтăрчăк» вăйă урокĕ ирттерчĕç. Ачасем урокра тăван чĕлхе çинчен калакан сăвăсене вуларĕç, ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç, алфавитпа усă курса панă вăрттăнлăхсене тупрĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене палăртма тăрăшрĕç, грамматика вăййисене вылярĕç, Тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси, хисеплесси вĕсенчен килнине палăртрĕç.