Пěтěм тěнчери тăван чěлхе кунěнче

Нарăсăн 21- мěшě – Пěтěм тěнчери тăван чěлхе кунě. Кашни халăхăн  чěлхи хăйне евěрлě.  Авал пěр халăха  тепринчен чěлхине пăхса уйăрнă.  Хăйне кăна тивěçлě чěлхе  пулмасан халăха уйрăм халăх вырăнне те хуман.  Пěр миллион  çын калаçакан чěлхе аслă чěлхе шутланать. Çавăн пек чěлхесен шутне чăваш чěлхи те кěрет. Чěлхере халăх кăмăлě, шухăшě, кăмăлě, сăнарлăхě палăрать. Тăван чěлхене пěлекен ытти чěлхесене те хисеплет.  Тăван çěр-шыва юратасси  тăван чěлхерен, анне сěчěпе  кěнě чěлхерен пуçланать.  Чěлхе çын ăс-тăнне  йěркелет,  тавра курăмне аталантарать. Кашни халăх  чěлхине шута хуни тата хисеплени тěнчере тăнăçлăха упраса хăварма пулăшать. Çак пулăм вара чěлхесене упраса хăварас тата аталантарас тивěçе аса илтерсех тăрать.

Тăван чěлхене лайăх пěлни тепěр чěлхене вěренме, унăн уйрăмлăхěсене тěплěнрех ăнланма, çавна май ытларах пěлỷ туянма пулăшать. «Пěр пилěк-ултă çул хушшинче Европăри тěп чěлхесене пурне те вěренме пулать.Пěр чěлхене вара ěмěр тăршшěпех вěренес пулать. Ку вăл – тăван чěлхе», - тенě Вольтер.  Пирěн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чěлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те мăн асаттемěрсен  ятне ярар мар, тăван чěлхене манар мар.  Тăван чěлхе пуянлăхěшěн, унăн тасалăхěпе илемěшěн, пуласлăхěшěн тăрăшар, хамăр мěн тума пултарнине тăвар.

Пěтěм тěнчери тăван чěлхе  кунне уявлама  Етěрне тăрăхěнчи  Урпашри  пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулти вěренекенсем капăр зала пухăнчěç. Тăван чěлхе тата пуçламăш класс вěрентекенěсем тăван чěлхен пысăк пěлтерěшě çинчен калаçрěç. Ачасем Çеçпěл Мишшин, Юрий Сементерěн, Петěр Хусанкайăн сăввисене уçăмлă вуласа пачěç. Вěрентекенсем ỷкернě «Тăван чěлхе» видеофильм пурне те кăмăла кайрě. Чăваш чěлхине вěрентекен Кузьмина Венера Меркурьевна тěрлě конкурссем ирттерчě, ачасене пылак çимěçпе хăналарě. Уяв çỷллě шайра иртрě.