Тěрě тěнчин илемě

Тěрě тěнчин илемě

  Чăваш тěррин илемне 2020-мěш çулхи чỷк уйăхěн 26-мěшěнче хаклама, жисеп тума пуçлани çамрăк ăрушăн пысăк пěлтерěшлě пулни иккěленỷллě мар. Паян чăвашлăха юрăра, сăвăра, сăмахра кăна мар, тěрěре те хисеп туни халăх мăнаçлăхне çěклет. Наци пуянлăхěн йышěнче чăваш тěрри пысăк шайра.

   Етěрне муниципалитет  округěнчи Упашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулти пуçламăш класра вěренекенсем çак уява хастар хутшăнчěç. Вěрентекенсем ертсе пынипе  чăваш тěррисен куравне йěркелерěç, илемлěхе тишкерчěç. Вěсем сăвăсем каласа хавхаланчěç, тěрěсен пěлтерěшěсемпе паллашрěç, ỷкерчěксем турěç, уяв ячěпе пěр-пěрне саламларěç.

 Филиппова Вероника Михайловна тěрěçě  ертсе пынипе 7-8 класра вěренекенсем чăваш тěррисемпе паллашрěç, аннесем валли парнесем хатěрлерěç. Вероника Михайловнăн мастер класě пысăк шайра иртрě.