Çеçпěле асра тытатпăр

Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çěр-шывăн хастар ачисем!

Вут кайăклăн вěçěр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-çул уттинчен!

    124 çул каялла Çеçпěл Мишши паянхи куна витěр курнăн нихăçан кивелми çапла чěнỷ сăмахěсем çырса хăварнишěн пěр тěлěнмелле пěр савăнмалла… Етěрне округěнчи Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта  10 класра вěренекенсем чăваш поэзийěн никěсне хываканăн сăввисене вуларě, сăн ỷкерчěксен  куравне йěркелесе тишкерчěç. Анастасия Червякова патне çырнă çырусемпе паллашрěç, инсценировка лартса пачěç.

  Çапла, Урпаш шкулěн ачисем Çеçпěле асра тытаççě.