Ака уйăхěн 27-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле
пěлỷ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе
литературине ирттернě уйăхлăхěн
пěтěмлетěвě пулчě. Ăна И. Я. Яковлев
çуралнăранпа 175 çул тултарнине
халалларăмăр. Викторинăсенче, тěрлě
конкурссенче хутшăнакансене дипломсем,
мухтав грамотисем., сертификатсем парса
чысларăмăр.
«Хěвел патне» ятлă фильм курса та савăнтăмăр. «Малашне те тăвансемпе тап-таса чăвашла калаçса, кěлеткене йăрăс тытса малалла утасчě. Хамăрăн пуласлăха тепěр хут ěненмелле тăвасчě, çак чăваш чěлхи кунěнчен çěнě вăй илесчě, ăна кашни çул кăмăллăн, тивěçлипе хакласчě.
Пěтěм тěнче илтмелле чăвашлăх кěтесě туса панишěн хамăрăн çут çăлтăра малашне те ытарлăн аса илěпěр. 175 çул каялла çавăн пек мăнаç тупса панишěн чăваш халăхне тав тăватăп, - тесе çырнă Леонид Петров-Атлай чăваш çыннисене чунтан юрат