Телейлӗ самант

Телейлӗ самант

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Аслӑ вӗрентекенӗмӗр – Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗнче Вӗрентекенпе Вӗрентӳҫӗ ҫулталӑкне, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулне халалласа Пушкӑрт шкулӗнче «Телейлӗ самант» вӑйӑ иртрӗ. Вӑйӑра пуҫламӑш класрисем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем икӗ ушкӑна пайланса тавҫӑрулӑхпа хӑвӑрт шухӑшлассине тӗрӗслеме пултарчӗҫ.

«Малалла, малалла» пӗрремӗш тапхӑрта хуравлассипе «Çӑлтӑрсем» малта пулчӗҫ. Алӑ ҫупса пурте моторикӑна аталантарса иккӗмӗш тапхӑра куҫрӑмӑр. «Санӑн та, манӑн та» юрӑпа хавхаланса ушкӑнсем пӗр пек очко пухрӗҫ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрти чи телейлӗ «13» тата «5» номерлӗ жетонсене Сиванькин Юрий туртса кӑларса хӑйӗн ушкӑнне мала кӑларчӗ.  «Малтисене хӑвалани» пиллӗкмӗш тапхӑрти ыйтусене «Çӑлтӑрсем» ытларах тӗрӗс хуравларӗҫ пулин те, «Улӑпсене» ҫитме пулмарӗ, мӗншӗн тесен тваттӑмӗш тапхӑрти «Тӗттӗмлӗхрен ҫутталла» ӳкерчӗксенчи кайӑк ячӗсене вӗсем хӑвӑртрах калайрӗҫ.

Çапла вара ачасем чӑвашла калаҫса, чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесем вуласа вӗренмеллине ӑса хучӗҫ. И.Я. Яковлев каланӑ «Пӗр чӗлхе – пӗр ӑс, ик чӗлхе – ик ӑс», «Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук» тенисемпе килӗшрӗҫ.