"Пěтěм чăваш диктантне" хаваспах çырчěç

Ака уйăхěн 26-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулти чăваш чěлхипе литература кабинетне тăван чěлхене чунтан юратакансем пуçтарăнчěç. Вěсем «Пěтěм чăваш диктантне» хаваспах çырчěç. Текста чăваш чěлхипе литературине вěрентекенě Кузьмина Венера Меркурьевна вуларě. Диктанта çичě çын çырма кăмăл турěç. Диктант çыракансен йышě татах нумайччě, хăш-пěр шкул ачисем çав кунах суйлав диктантне шăрçалама Етěрне хулине кайрěç. Кăçал диктант текстне Иван Яковлевич Яковлева халалланă, ăна чăваш халăх поэчě, çыравçи Юхма Мишши хатěрленě.

- Чěлхе ăна çуратакан халăхпа пěрле çеç вилме пултарать. Чěлхене пěтерес, мантарас тени вăл халăха пěтерес теипе пěр танах, - тенě аслă вěрентекенěмěр Иван яковлевич Яковлев. Иван Яковлевич çутта кăлараканăн ятне çамрăк ăру яланах асра тытě. Çутлăх паттăрě пěтěм чăваш халăхěшěн ěмěр манми чи çутă çăлтăр пулса тăрать.