Ан пӗттӗр чӑвашлӑх

Ан пӗттӗр чӑвашлӑх

Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче

Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса.

Пушкӑрт чӑваш шкулӗнче

Уяв килчӗ васкаса.

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пушкӑрт шкулӗнче чӑвашсене ҫутта кӑларакан тата Аслӑ вӗрентекенӗмӗр – Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗнче Вӗрентекенпе Вӗрентӳҫӗ ҫулталӑкне, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулне халалласа Чӑваш эрни савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлчӗ. Кунта чӑваш тӗрриллӗ тумпа ӗҫлекенсем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем сумлӑ хӑнасене ырӑ сунса кӗтсе илчӗҫ. Килнисем тӗпеле иртсе ҫӑкӑр-тӑвартан аслӑ пулмарӗҫ, хатӗрленӗ хуплӑва, пушкӑртсен хӑймаллӑ икерчӗпе палан шӳрпине астивмесӗр малалла иртмерӗҫ.

Хаклӑ ҫынсем акт пӳлӗмне вырнаҫрӗҫ. Сцена ҫине Иван Яковлев сӑнарӗ тухрӗ. Вӑл чӑваш халӑхӑн иксӗлми пултарулӑхӗ, ӗҫченлӗхӗ, унӑн мухтавлӑ ывӑлӗ-хӗрӗ пирки, хӑйӗн тӑван халӑхне ырӑ сунса халал хӑварнине итлерӗмӗр. Унӑн сӑмахӗсене ҫирӗплетсе вара хаваслӑ юрӑ-ташӑ, вӑйӑ карти, сӑмахӗ-кӗвви ҫурхи шыв пек кӗрлерӗ те, ҫӑлкуҫ пек шӑнкӑртатрӗ те, лӑпкӑ хумлӑн юхрӗ те юхрӗ…


Фотогалерея