Ака уйăхěн 21-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле
пěлỷ паракан тěп вăтам шкула «Чăваш чěлхи –Чăваш чěлхи – анне чěлхи» уява хăнасем йышлăн
пухăнчěç. Уяв пуçламăшěнче чăваш чěлхипе
литературине вěрентекен Кузьмина Венера
Меркурьевна «И.Я. Яковлев – чăваш халăхне
çутта кăларакан» темăпа викторина
ирттерчě, тěрěс хурав паракансене тутлă
çимěçпе сăйларě.
Чăваш чěлхи уявěнче вěренекенсем, шкул çулне çитмен ачасем ушкăнăн-ушкăнăн тухса юрăсем юрларěç, сăвăсем каларěç, куракансене тěрлě халăх ташшисемпе савăнтарчěç. Иван Яковлевич çырнă «Лаша шырани», «Йăлăнтарни», «Кахалпа юлхав», «Пулă сěрни» хайлавсем тăрăх çамрăк артистсем инсценировкăсем лартса пачěç. Уява килнě ашшě-амăшě хăйсен ачисен пултарулăхне курса савăнса пăхса ларчěç, тăвăллăн алă çупрěç.
Унсăр пуçне пултаруллă вěренекенсем Иван Яковлевич çуралнăранпа 175 çул çитнине паллă тăвас тěллевпе Етěрнери ачсен пултарулăх çурчě ертсе пынипе ирттернě викторинăна активлă хутшăнчěç, вěсем тěрěс хуравсем пама тăрăшрěç. Урпаш шкулěн вěренекенěсем ку конкурсра чи малтисен ретěнче пуласса шанса тăратпăр.