Асран кайми тěл пулу

Асран кайми тěл пулу

    Ака уйăхěн 19-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта Тăван çěр-шыва хỷтěлекенсемпе тěл пулу пулса иртрě. Вěсем хальхи вăхăтра пирěн юратнă çěр-шывăн чиккине çыхлаççě. Салтаксем тухса калаçни ачасен чěрисенче тарăн йěр хăварчě тесе шутлатăп, мěншěн тесен Урпаш шкулěн вěренекенěсем вěсен пурнăçěпе интересленсе ыйту çине ыйту пачěç. Салтаксем вара ачасен ыйтăвěсем çине тулли хурав пама тăрăшрěç.

  Интереслě тěл пулу вěренекенсене малашне лайăх вěренме, физкультурăпа туслă пулма хавхалантарě, пур ěçе те юратса тумалли çинчен вěрентě. Мěн пěчěкрен пурăнма вěренмелле иккен, вара эсě кирек мěнле йывăрлăхран та çěнтерỷçě пулса тухăн.