Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам
шкулта Чăваш кунěн уявěсем малалла
пыраççě. Ăна чăваш халăхне çутта
кăларакан Иван Яковлевич Яковлев 175 çул
тултарнине халаллатпăр. Ака уйăхěн
18-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан
вăтам шкулта чăваш чěлхипе литературине
вěрентекен Кузьмина Венера Меркурьевна
ертсе пынипе 5-мěш класра «Чăваш
апат-çимěçě» темăпа хуран кукли пěçерме
вěрентěмěр. Ку ěçе хěр ачасемпе пěрле
арçын ачасем те хаваспах хутшăнчěç.
Ачасем кантраллă кукăль тума вěренчěç.
Хăйсемех пěçерчěç, çуллă кукăле юратса
çирěç.