«Кирек мěнле ěçе те юратса тăвăр…»

    Ака уйăхěн 17-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Кузьмина Венера Меркурьевна ертсе пынипе, Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа, «Кирек мěнле ěçе те юратса тăвăр…» темăпа класс тулашěнчи мероприяти пулса иртрě. Ку уява 5-7 классем хастар хутшăнчěç. Малтан ачасем «ыркăмăллăх» сăмахпа кроссворд тупрěç. Вěренекенсем М.И. Скворцов словарěпе интересленсех ěçлерěç, ырă сăмахăн тěрлě пěлтерěшне ăнлантарса пачěç. Ачасене уйрăмах «Пěри – пуриншěн, пурте – пěриншěн» вăйă килěшрě. Вěсем хěвел пайăрки çине ыр кăмăллă çыннăн мěнле пулмаллине çырчěç, пěр-пěрне открыткăсем парнелерěç.

- Ырă çын вăл – кăмăллă, чипер те сапăр, пěтěмěшле илсен – хисеплě пулмалла, - çакăн пек пěтěмлетỷ турěç пултаруллă Урпаш шкулěн вěренекенěсем. – Кирек мěнле ěçě те юратса тумалла.