Иван Яковлевич
Яковлев – пирěн аслă вěрентекенěмěр
Ака уйăхěн 12-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Кузьмина Венера Меркурьевна ертсе пынипе 8 – мěш класра «Иван Яковлевич Яковлев – пирěн аслă вěрентекенěмěр» темăпа çул çỷрев урокě иртрě. Ачасем пилěк чарăнура тěрлě ěçсем туса ирттерчěç. Пěрремěш чарăнура вěренекенсем Иван Яковлевичăн пурнăçěпе пултарулăхě çинчен аса илчěç. Тимлě итленине тěрěслес тěллевпе учитель тест ыйтăвěсемпе ěçлеттерчě. Иккěмěш чарăнура ачасем Чěмпěр чăваш шкулě çинчен калаçрěç. Яковлев шкулěн калама çук чаплă ěçěсене чăваш халăхě нихçан та манмě. Виççěмěш чарăнура вěренекенсем ваттисен сăмахěсемпе ěçлерěç. Вěрентекен каланă ваттисен сěмахěсем Иван Яковлевичăн хăш калавěнче тěл пулнине тупса палăртрěç. «Пирěн пултарулăх» чарăну ачасене питě кăмăла кайрě. Вěсем И.Я. Яковлев пайăр ятпа çакăн пек синквейн çырса пултарчěç.
Иван Яковлевич Яковлев
Паллă, пултаруллă
Пулăшнă, тăрăшнă, вěрентнě
Чăваш халăхне çутта кăларакан
Вěрентекен