Ака уйăхěн 11-мěшěнче
Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам
шкулта чăваш чěлхипе литературине
вěрентекен Кузьмина Венера Меркурьевна
ертсе пынипе «Яковлев вулавěсем» ăнăçлă
иртрěç. Вулавăша пур класри ачасем те
хутшăнчěç. Уйрăмах кěçěн тата вăтам
класра вěренекенсем активлă хутшăнчěç.
«Йăлăнтарни», «Лаша шырани», «Сехет
çěмěрни», «Чăлха çыхни», «Пулă сěрни»,
«Кахалпа юлхав» ятлă калавсем тăрăх
улттăмěш класра вěренекенсем
инсценировкăсем лартса пачěç. Çак
ачасемех кроссворд тупсăмěсене пуринчен
малтан хуравсем пама пултарчěç.