«Чăваш çырăвěн аталанăвěпе паянхи сăн-сăпачě» темăпа харпăр уйрăм проект хатěрлерěç

Ака уйăхěн 7-мěшěнче Урпашри вăтам шкулти 9А класри вěренекенсем «Чăваш çырăвěн аталанăвěпе паянхи сăн-сăпачě» темăпа харпăр уйрăм проект хатěрлерěç, юлташěсем умěнче тухса калаçрěç. Чи кăсăкли çакă пулчě. Чăваш алфавитне тунă çěрте Иван Яковлевичпа пěрле Николай Иванович Ильминский профессор та вăй хунă иккен. Н.И. Ильминский Хусан университет студенчěсене, В.А. Белинина, С.Н. Тимрясова ěçе явăçтарнă. Ушкăнпа сỷтсе явнă хыççăн чăвашсен пуплевěнче 8 уçă сасă, 37 хупă сасă пуррине тупса палăртнă. Çакă, Н.П. Петров профессор шухăшěпе, «чăннипех те пысăк пěлтерěшлě открыти пулнă». Чи малтанах Иван Яковлевич алфавитěнче 47 сас палли пулнă. Ку çырулăх мелсěррине кура 1872 çулта И.Я. Яковлев 25 сас паллиллě алфавит тăвать. !923 çултанпа вара чăваш алфавит сăн-сăпачě тěпренех улшăнать. Чăвашсен 37 сас паллирен тăракан алфавичě паянхи пурне те тивěçтерет.