Иван Яковлевич Яковлев пирěншěн, пěтěм чăваш халăхěшěн, аслă Атте вырăнěенчех. Хамăр çемьере, пěр-пěрин хушшинчи туслăха упрамасан, хамăра хамăр хисеплемесен, тăван чěлхемěре чěререн тухакан юратупа юратмасан вăл çěр çинче çухалма пултарать. Чăннипех те, Аслă вěрентекенěмěр халалě паян кун та питě пысăк пěлтерěшлě.
Чăваш халăхне çутта кăлараканě, чăваш çырулăхне йěркелекенě Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çавна май ака уйăхěн
6 –мěшěнче Чăваш Республикин Етěрне муниципаллă округěн Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе литературине вěрентекенě Кузьмина В.М. ертсе пынипе, «Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне панă халала вулатпăр» акци ирттертěмěр. Аслă класра вěренекенсем хăйсенчен кěçěнреххисене Иван Яковлевич халалěпе паллаштарчěç.