« Яковлев калавěсем- çутă хěлхем»

Ака уйăхěн 25-мěшěнче чăваш халăхне çутта кăлараканě, чăваш çырулăхне йěркелекенě Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çавна май ака уйăхěн 5 –мěшěнче Чăваш Республикин Етěрне муниципаллă округěн Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе литературине вěрентекенě Кузьмина В.М. ертсе пынипе

«Яковлев калавěсем - çутă хěлхем» темăпа килти вулав урокě иртрě. Ачасем Иван Яковлевичăн ăса, сапăрлăха, ěçченлěхе, тимлěхе вěрентекен калавěсемпе паллашрěç, хайлавсенчи ваттисен сăмахěсене çырса илчěç, ас туса юлма тăрăшрěç.