Иван Яковлевича асăнса

Ака уйăхěн 25-мěшěнче чăваш халăхне çутта кăлараканě, чăваш çырулăхне йěркелекенě Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çавна май ака уйăхěн 4 –мěшěнче Чăваш Республикин Етěрне муниципаллă округěн Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе литературине вěрентекенě Кузьмина В.М. ертсе пынипе 5-8 класра вěренекенсем И.Я. Яковлев пурнăçне çутатса паракан презентаципе паллашрěç. Пуçламăш класра вěренекенсем Иван Яковлевич хайлавěсене вуларěç. Вěсем тăрăх ỷкерчěксем турěç.