Вăрçă…Пур-ши
çĕр çинче çакăнтан хăрушăрах сăмах?
Вăрçă вăл – куççуль, юн, вилĕм, çĕршер
çын нуши-терчĕ, хуйхи-суйхи, татăлнă
ĕмĕчĕ. Миршĕн, тăнăçлăхшăн кĕрешекенсем
нумай пулин те, çак хура инкек унта та
кунта сиксе тухать. 82 çул каярах вăрçăн
хаяр вучĕ пирĕн çĕршывра та алхаснă.
Фашистла Германи эшкерĕсем Совет Союзĕ
çине тапăнса кĕнĕ. Вĕсене хирĕç пур
халăхӑн ывăлĕ-хĕрĕ те пĕр йыш пек
çĕкленнĕ, Тăван çĕршыва ирĕке кăларассишĕн
хăюллăн çапăçнă. Çак тематикӑпа шкул
ачисем
пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Етӗрнере «Астӑвӑм
ялан асра» театр этючӗсен конкурсӗнче
хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.
Çакна Етӗрнери муниципалитет округӗнчи
«Ачасен пултарулӑх ҫурчӗ» «Пирӗнтен
кашнийӗнченех Çӗршыв пуҫланать» ятлӑ
проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Конкурсра 13 театр ушкӑнӗ Тӑван Çӗршывӑн 1941-1945 ҫулсенчи вӑрҫӑ темипе инсценировкӑсем кӑтартрӗ. Урпаш шкулӗнчен те театра юратакансем хутшӑнчӗҫ. Аслӑ класрисем шкулпа сывпуллашсанах вӑрҫӑна хутшӑннӑ ҫамрӑксене уҫҫӑн кӑтартрӗҫ. 1 тата 3 классенчи Пушкӑрт ачисем чӑваш халӑх поэчӗн - Николай Теветкелӗн «Ăҫта-ши манӑн асатте?» сӑввине выляса пачӗҫ. Пур ушкӑна та хутшӑннине ҫирӗплетекен хутпа саламларӗҫ.
«Конкурс пӗрремӗш хут иртет. Вӑл малашне вӑй илсе пырасса шанатпӑр, - тесе калаҫрӗ Етӗрнери Ачасен пултарулӑх ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Г.А. Иванова. - Эсир пурте проект шухӑшне уҫса пама пултартӑр. Сирӗн сӑвӑсем, юрӑ-кӗвӗ, ташӑсем, тумсем, декорацисем вӑрҫӑ темипе ҫыхӑннӑ. Тавтапуҫ жюри членӗсене, артистсене, вӗсен ертӳҫисене. Сире курса куҫҫульлентӗмӗр те, сирӗнте патриотизм туйӑмӗсем вӑйлине куртӑмӑр».