Нарăс уйăхěн 28-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкул вěренекенěсем Çамрăксен театрěн артисчěсене тарават кěтсе илчěç. Артистсем çěнě жанрлă спектакль - «Çеçпěл» перфоманс – хатěрленě. Театр пěр сехет те вăтăр минут пычě. Пултаруллă артистсем Михаил Кузьмич Кузьминăн сăввисене ирěклě, уçăмлă вуларěç, çав хушăрах ăста выляса пачěç, Çеçпěл сăнарне тěрлě енлěн кăтартса пама тăрăшрěç.
Уйрăмах Урпаш ялěнче çуралса ỷснě чăваш халăх артистне, Леонид Яргейкина, шкул ачисем, унăн вěрентекенěсем, ял халăхě ăшшăн саламларě, парне парса чысларě. Эпир хамăр ентешпе тивěçлипех мухтанатпăр.
Вěренекенсем çамрăк артистсене тăвăллăн алă çупса тав сăмахě каларěç. Хамăр ял артисчěн юлташěсем пуш уйăхěнче «Чапаев» ятлă спектакльпе килме пулчěç.