Тăван чěлхе кунě


  Нарăсăн 21 –мěшěнче Пěтěм тěнчери халăх хăйěн тăван чěлхе кунне уявлать. Çав шутра эпир те, чăвашсем! Пирěн тăван чěлхемěр – чăваш чěлхи. Калаçасчě, юрласчě, шухăшласчě хамăр тăван чěлхепех.

Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхине вěрентекен Кузьмина Венера Меркурьевна ертсе пынипе ачасем Пěтěм тěнчери тăван чěлхе кунне уявлврěç. Уяв пуçламăшěнче чăваш гимнě янăрарě. Пуçламăш класс ертỷçисем, шкул советникě тěрлě мероприятисем туса ирттерчěç. Конкурссенче уйрăмах 5-6 классенче вěренекенсем хăйсен пултарулăхěпе палăрчěç.

«Тăван чěлхесěр пěлỷ çук!» - тенě чăваш халăхне çутта кăлараканě Иван Яковлевич Яковлев. Апла пулсан юратăр, хисеплěр тăван чěлхене!