«Эпир-чăваш йăхĕнчен» вăйă картинче

«Эпир-чăваш йăхĕнчен» вăйă картинче

МБОУ»Ювановская СОШ» (СП с. Малое Карпачкино)

Кам-ха, кам çак халăха пĕлмест:

Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,

Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,

Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.

Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе — чăваш чĕлхи. Эпир Чăваш Енте чăвашла калаçса пурăнатпăр. Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре. Ǎна суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă. Чĕлхе халăх пурнăçĕн тĕкĕрĕ кăна мар, ĕмĕрсем хушши пухăнса пынă пĕлÿлĕхĕн иксĕлми çăл куçĕ те. Çак çăл куçĕнчен эпир мĕн ачаранах тумламăн-тумламăн вăй илсе ÿсетпĕр. Аннен кăкăр сĕчĕпе пĕрле унăн ачаш та лăпкă сасси пирĕн хăлхана сăпка юррине илсе çитернĕ... Тăван сасăран, тăван чĕлхерен пирĕн ăс-тăн аталанма пуçланă. Паян шкулта чăн-чăн уяв! Тăван чĕлхе уявĕ! Çак уява паллă тума шкулĕпех пуçтарăнтăмăр: учительсем те, ачасем те. Пурте илемлĕ чăваш тумĕсемпе.  4-мĕш классем уява хăйсен вирлĕ те витĕмлĕ сăмахĕпе пуçларĕç. Чаваш Енте çуралнă, паллă ĕçĕсемпе мухтава тухнă çыннисене асăнса тухрĕç. Кĕçĕн классенче пĕлÿ паракан Якимова М. В. ачасене чăваш вăййипе паллаштарчĕ. Уяв илемлĕ вăйă картипе вĕçленчĕ.