Ака уйăхěн 22-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам
шкулта, чăваш чěлхипе литература эрнинче, чăваш юри-кěвви кунěпех янăраса тăчě.
Хатěрленỷ класěнчен пуçласа вун пěрмěш класс таранах ачасем чăваш
кунěн уявне хатěрленчěç.
Вăтам тата пуçламăш класра вěренекенсем чăваш
халăхěн символěсем çинчен тěплěн калаçрěç, капăр ỷкерчěксем турěç. Унсăр пуçне
технологи вěрентекенěсем , класс
ертỷçисем ертсе пынипе «В символах наши корни» темăпа алă ăстисен выставкине
йěркелерěç.
Çак кунах шкулти
тăван чěлхене юратакансем «Чăваш Енри паллă çынсем» темăпа ирттернě «Пěтěм
чăваш диктантне» хутшăнчěç. Çěнтерỷçěсем çитес кунсенче паллă пулěç.