Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2022» акцие хутшӑнни

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2022» акцие хутшӑнни

МБОУ «Ювановская СОШ» (СП с. Малое Карачкино)

Чӑн, ҫапла, чӗлхи-чӗкеҫӗн,

Чӗвӗлтийӗ- ӗмӗрти!

Иккӗленекен те пур-и?

Тусӑм, лар-ха юнашар,

Пӗтӗм чӑвашпа пӗрлеш те,

Савӑнса диктант ҫырар!

Мӗнешкел уяв, атьсемӗр,

Пирӗн пур Чӗлхе эрни!

Янӑратӑрччӗ чӗлхемӗр!

Саламлар пӗрне-пӗр!

(Надежда Тинкова)

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ просветителӗ И. Я. Яковлев ҫуралнӑ. Ҫак кун пур вӗренӳ заведенийӗсенче те аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн халӑхшӑн тунӑ пархатарлӑ ӗҫне тепӗр хут аса илеҫҫӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырасси те йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Пушкӑрт шкулӗнче вӗренекенсем те, вӗрентекенсем  те «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2022» акцие хутшӑнчӗҫ. Ҫырма пуҫличчен  орфографи правилисене тепӗр хут аса илсе ҫирӗплетрӗҫ.  К. Петров произведенийӗ тӑрӑх йӗркеленӗ текст пурне те кӑмӑла кайрӗ. Ҫамрӑк ӑру И. Я. Яковлев ятне ялан асра тытасса шанатпӑр.  Акци усӑллӑ та тухӑҫлӑ иртрӗ.