2022 ҫулта «Чӗнтӗрлӗ
чаршав» конкурсра «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун» спектакле ҫӗнтерӳҫӗ ятне панӑ. Çак спектакль
авторӗ – ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Алексеевна Сергеева. Вӑл чи лайӑх
режиссер ята илнӗскер куракансене тӗнчипе паллӑ китаевед, чӑвашран тухнӑ
пӗрремӗш академик, тӗпчевҫӗ, ҫыруҫӑ тата куҫаруҫӑ пирки ӗненӳллӗн сцена ҫинче
уҫса пама пултарнӑ. Шкул программипе килӗшӳллӗн янӑраҫҫӗ те аталанаҫҫӗ
Бичуринла сӑмахсем, ыр кӑмӑллӑ ӗҫсем, ӑслӑ пуҫаруҫӑсем...
Мухтавлӑ чӑвашпа
тӗплӗнрех паллашма ҫул тытрӗҫ те Урпашпа Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи вӗренекенсемпе
вӗрентекенсем. Вӗсемшӗн тӗлӗнмелли, ҫӗнни, малалла чӗнекен самантсем чылай
пулчӗҫ. Çынна илӗртекен, астаракан, суйтаракан, пусмӑрлакан авал та пулнине
курса ӗненчӗҫ, ҫакӑнта сывӑ та таса
чӗреллисем пуҫа усманнипе, чӑтӑмлӑхпа, пӗчченлӗхе сирнипе, кичемлӗхе путланипе,
ултава парӑнтарнипе пурнӑҫ ҫулне ҫирӗппӗн утса тухмаллине калать спектакль..
«Кӗввисем те, сӑнарлакансем те килӗшӳллӗ тата ҫыпӑҫуллӑ»,- тесе каларӗҫ
спектакле куракансем. Хальхи саманапа тӳр килнине танлаштарса калаҫрӗҫ, мӗншӗн
тесен ваттисен пилне, сӑмахне, ӗҫне ҫамрӑк ӑрун ӑса хурса пуласлӑха ҫитерсе
пымалла, аталантармалла, куҫарса пымалла, манмалла мар.
Çулталӑкри чи лайӑх
спектакльте ҫавӑн пекех чи лайӑх арҫын рольсене калӑплакансем те ҫак
кӑтартуранах тивӗҫлӗ пулнӑ, вӗсем –
Бичурина сӑнарлакансем. Çамрӑкпа ватӑ чухнехи Бичурин сӑнарне уҫакан Евгений
Урдюковпа Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Медведев, Наталья ролӗнчи Светлана
Лукиянова, Шиллинга кӑтартакан РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Семенов, Пушкин
сӑнарӗнчи Алексей Герасимов, Волконская ролӗнче пирӗн паллӑ та пултаруллӑ
ентеш-режиссер Наталия Сергеева артистсеме етӗрнесемпе асӑнмалӑх фото ӳкме
килӗшрӗҫ. Çавӑнпах пурне те ӑш сӑмах калас килет Бичурин сӑввинчи йӗркесемпе:
Паян эпир айла тайлатпӑр,
Паян эпир ытах савнатпӑр…
Рехмет сире вӗрентнишӗн,
Пире хварманнишӗн,
Ватличчен телейлӗ полӑр,
Нумай ҫол порниччен сыв полӑр.