Çыннисемпе пуян ман халӑх –
Хисеплӗ, тивӗҫ мухтава.
Вӗсен ятне пӗлет тӗнче халь -
Яковлева та Волкова.
Чапаев, Çеҫпӗл, Николаев,
Бичурин, Павлова, Ухсай,
Айхи, Тукташ, Крылов та Юрьев,
Ашмарин, Кокель, Хусанкай…
Çак паллӑ ҫынсене ӳстернӗ
Ман пархатарлӑ Чӑваш ен.
Тӗнче шайне ҫити ҫӗкленӗ
Эпир вӗт Улӑп йӑхӗнчен.
Чӑваш ятне ҫӳле ҫӗклесчӗ
Ĕҫпе те ырӑ шухӑшпа.
Илемлӗ чӗлхипе пуплесчӗ,
Пуласчӗ чӑн чӑваш чунпа.
Çак сӑвӑ йӗркисемпе тата илемлӗ кӗвӗпе ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Пушкӑрт шкулӗнче Чӑваш эрнинче палӑртнӑ сцена ӑстисен уявӗ пуҫланчӗ. Кунта ачасем тӗрлӗ паллӑ чӑваш сӑнарне уҫса пачӗҫ. Авалтанах чӑвашсем паттӑр пулнине 9-мӗш класрисем аван каласа пама пултарчӗҫ. И.Я.Яковлев хайланӑ «Сармантейӗн сар чӑххи» юмахне питӗ лайӑх сӑнарлани курӑнчӗ. Ăна 1-мӗшпе 3-мӗш класрисем хатӗрленӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисем те хапӑл тусах хутшӑнчӗҫ уява. Вӗсем вуланӑ «Хур чӗпписем», «Ваҫук» сӑввисене тата А.Галкинӑн ҫырнӑ «Икӗ автан» инсценировкине куракансем хаваслӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ. 5-мӗш класри хӗрачасем вара чӑвашсен пӗрремӗш актрисине – Тани Юна калӑплама шутланӑ. Сцена ҫинче унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне ҫутатса пачӗҫ.
Чӑвашсен чапне ҫӳле ҫӗклекен пӗрремӗш ҫынсенчен пӗри вӑл – Никита Бичурин ӑсчах. Çак сӑнара 7-класра вӗренекен Максим Емельянов ӑнӑҫлӑн пурнӑҫларӗ. Тӗнчипе палӑрнӑ тепӗр чӑваш ячӗ - Андриян Николаев. Космонавта халалласа «Малтанхи ҫунатсем» ятпа 8-мӗш класрисем уява пухӑннисене савӑнтарчӗҫ.
Надежда Павлова балеринӑна 4-мӗш класри Татьяна Мишенкова кӑтартрӗ. Унпа пӗрле П.Чайковскийӗн «Пӗчӗк шурӑ акӑшсен ташшинче» пӗрле вӗренекен хӗрачасем пулчӗҫ.
Федот Никитич Орлов летчик – пирӗн паллӑ ентеш. Ун пирки Аркадий Ěҫхӗл «Ăмӑрткайӑк» ятлӑ поэма ҫырнӑ. Çак поэма йӗркисене куракана хумхатса 6-мӗш класрисем вуласа кӑтартса пачӗҫ.
Паянхи Раҫҫейӗн Украинӑри ятарлӑ вӑрҫӑ операцийӗнчи лару-тӑрупа ҫыхӑнтарса 2-мӗш тата 4-мӗш класри арҫын ачасем Граждан вӑрҫин паттӑрӗ - Василий Чапаев урлӑ выляса кӑтартрӗҫ. Харӑсах «Эпир – миршӗн» тесе кӑшкӑрнине уява килнӗ ашшӗ-амӑшӗ илтрӗ.
Çапла вара Чапайла та, Павловӑлла та, Николаевла та - Улӑпла сӑнарсене кӑтартсан, жюри членӗсем ҫӗнтерӳҫӗ ячӗсене палӑртсан чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Светлана Ивановна Тобоева пурне те Хисеп хучӗсемпе парнесем парса чысларӗ. Сцена ӑстисен уявӗ «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр, ҫиччӗшӗ те ҫут ҫӑлтӑр…» халӑх юррипе М.Якимовӑн «Пошкӑрт» сӑввипе вӗҫленчӗ.