«Эпир чăвашла вулатпăр», «Эпир чăвашла калаçатпăр» пěрлешỷсене хутшăнтăмăр. Чăваш халăхěн апат-çимěçě. Чăваш тěррин илемě

     Ака уйăхěн 21-мěшěнче,  Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта, тěрлě мероприятисем иртрěç. Яланхи пекех урок пуçламăшěнче  юратнă Тăван çěршыв  гимнě янăрарě. «Эпир чăвашла калаçатпăр» акцие вăтам класра вěренекенсем активлă хутшăнчěç. Вěсем сăвăсем каланине аслă класри яшсем ỷкрсе илчěç те Интернета лартрěç. «Эпир чăвашла вулатпăр»   акци вара иккěмěш кун пырать. 8-мěш класра вěренекенсем Виталий Шемекеевăн «Çуркунне сукмакěпе утатăп…», «Çын çынпа калаçса…», «Пысăк çěр -  пěчěк» чăвашсăр»  сăввисене вуласа киленчěç, пăхмасăр каласа пачěç. 9-мěш класра вěренекенсем  Ухсай Яккăвě çырнă «Атте-анне» поэмăри  сăнарсем çинчен каласа пачěç.  Ачасем поэмăра  ěçчен çынна, çěр хуçине, чăн-чăн этем хуçине чěререн ырланине, яш-кěрěмпе хěр упраçа халăхăн çак пархатарлă тивлетне малалла пуянлатма чěннине, Надежда Павлова, Андриян Николаев,  Аркадий Айдак пек ěçчен, маттур,  таса ěмěтлě пулма пилленине ăша хыврěç.

   «Чăваш апат-çимěçě», «Ман юратнă çимěç- хуплу» темăсемпе аслă класра вěренекенсем хăйсен ěçěсемпе паллаштарчěç. Хěрсем хуран кукли мěнле пěçермеллине  мастер-класс кăтартса пачěç.

   «Илемлě, илемлě,

Илемлě чăваш тěрри.

Илемлě чăваш тěрри те

Тěрлеме пěлсен кăна, - тесе юрлаççě чăвашсем. Чăннипех те капăр-çке пирěн тěрě. Пěчěк ушкăнри хěрачасем чăваш тěррин асамлăхěпе паллашрěç тата тěрлеме вěренчěç.
   Çак кунах шкулти тăван чěлхене юратакансем «Чăваш Енри паллă çынсем» темăпа ирттернě «Пěтěм чăваш диктантне» хутшăнчěç. Çěнтерỷçěсем çитес кунсенче паллă пулěç.