Тăван чěлхепе, чăвашла вулатпăр

Тăван чěлхепе, чăвашла  вулатпăр

   Чăваш чěлхипе литература эрни малалла пырать. Ака уйăхěн 20- мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулти вěренекенсем шкул тата Урпаш ял администрацийěн вулавăшěнче ытларах вăхăт ирттерчěç. Кунта библиотекарьсем ачасене чăваш халăхěн  çыравçисемпе паллаштарчěç. Уйрăмах Етěрне районěнче çуралса ỷснě поэтсем, писательсен, драматургсен хайлавěсемпе паллашрěç. Кěçěн класра вěренекенсем Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра» калавне, вăтам класрисем Николай  Мартыновăн «Юнлă çырла» произведенине, аслă ушкăнти вěренекенсем Борис Чиндиковăн «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» драмăна вулама кăмăл турěç.

    8А класра вěренекен Иванова Анна Чăваш наци конгресě ирттерекен «Паллă çын пулма тивěçлě» наукăпа практика конференцийěнче  хутшăнма тивěçлě пулчě.

   Республика шайěнче иртекен видеофильмсен конкурсне пуçламăш тата вăтам класра вěренекенсем кăмăл турěç. Вěсем Митта Ваçлейěн, Петěр Хусанкайăн, Ухсай Яккăвěн сăввисене вуласа парěç.