Тăван çěршывăмăр – Чăваш Ен

   Паян, ака уйăхěн 19-мěшěнче, яланхи пекех тăван чěлхе урокěсенче чăваш гимнě янăрарě. Чăваш чěлхипе литература эрнин иккěмěш кунěнче, Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта, Чăваш Ен, Тăван çěршывăмăр çинчен калаçрăмăр. Ытарайми Чăваш çěрěн историне аса илтěмěр. «Чăваш Енěн хулисем», «Шупашкар – Чăваш Республикин тěп хули», «Чăваш Енри паллă çынсем» темăсемпе презентацисем куртăмăр. Чăваш халăхěн йăли-йěрки çинчен ỷкернě  видеофильм  шкул ачисен тыткăнне илчě.

   Паян шкул библиотекинче, вулавăш  кěтесěнче вěренекенсем  кайма пěлмерěç. Кунта  «Пирěн тăрăхри  паллă çынсем», «Чăваш халăхěн çар çыннисем», «Чăваш халăхěн тухтăрěсем», Чăваш спортсменěсем», «Чăваш ученăйěсем», «Чăваш халăхěн искусство çыннисем»» темăсемпе илемлетнě курав йěркеленě.

   Пуçламăш класра вěренекенсем чăваш халăх юмахěсемпе паллашрěç, илемлě те уçăмлă вулав йěркелерěç. Кỷршě шкулти ачасем хăйсен юмахěпе  Урпашри пěчěк вěренекенěсене  савăнтарчěç.

   6-8-мěш класра вěренекенсем «Етěрне районěнчи паллă çынсем» темăпа ирттернě викторинăра та активлă хутшăнчěç.

 Чăваш чěлхипе литература эрни малалла пырать.