Çутлӑхҫӑна халалласа

Çутлӑхҫӑна халалласа

Чӑваш халӑхӗн ҫутлӑхҫи И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 174 ҫул ҫитнине, Чӑваш Енри Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне, Раҫҫейри халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулне халалланӑ Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт шкулӗнче «Юрататӑп тӑван чӗлхене…» ятпа чӑваш чӗлхипе литература эрни пуҫланчӗ. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсем  «Тӑван Çӗршыв» чӑваш гимнӗпе уҫрӗҫ. Шкулта маларах «Пирӗн ентешсем – паллӑ ҫынсем» стендпа, «Паллӑ чӑваш ҫыннисем» стена хаҫачӗсемпе, «Илем тӗнчи» ал ӑстисен куравӗпе паллашма та ӗлкӗрчӗҫ.

Ака уйӑхӗн 20, 22-мӗшӗсенче театра кӑмӑллакансем Етӗрнере «Ревизор» тата Шупашкарта «Эп сӳннӗ чух, эс – ҫун» спектакльсем курма палӑртнӑ.

«Эп сӳннӗ чух, эс – ҫун» спектакль ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль шутланать. Унӑн режиссӗрӗ – Шупашкар районӗнчи паллӑ ентеш – Чӑваш тава тивӗҫлӗ артисчӗ Наталья Алексеевна Сергеева ҫав районтанах паллӑ ӑсчах – Никита Бичурин ҫинчен хатӗрленӗ ӗҫ, ҫав спектакльтех Лолита Чекушкина ҫыпӑҫуллӑ кӗвӗсем пухнипе, Евгений Урдюков – ҫамрӑк Бичурина сӑнарлассипе, Геннадий Медведев ватӑ Бичурина сӑнлассипе, Наталья ролӗнчи Светлана Лукоянова, Етӗрне районӗнчи Петр Садовников хорта юрланипе «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра палӑрнӑ. Вӗренекенсем усӑллӑ ҫӗнӗлӗхсемпе, тарӑнрах пӗлӳлӗхпе паллашма пултарӗҫ.

Ачасем хӑйсем те пултаруллӑ. Çакна вӗсем «Килсе курӑр уява» районти пултарулӑх концертне хутшӑннинче, республикӑри «Хунав» конкурс-фестивальте, «Уççăн янăра, чăваш чĕлхи!» сцена ӑстисен кӑтартӑвӗнче ҫирӗплетсе парӗҫ.

Чӑваш чӗлхипе литература пӗлӗвне вара тӗрлӗ викторинӑра, конкурсра, олимпиадӑра тӗрӗслӗҫ. Чӑваш эрнин уявӗ И.Я.Яковлевӑн ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче - ҫуралнӑ кунӗнче пӗтӗмлетнипе, вӑйӑ картипе, наградӑлассипе вӗҫленет пулин те, аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Халалне яланах тытса пурнӑпӑр.