Чăваш чěлхипе литература эрни пуçланчě

Ака уйăхěн 18 – мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан  вăтам шкулта чăваш чěлхипе литература эрни пуçланчě. Уявăн пěрремěш кунне Иван Яковлевич Яковлева, чăваш халăхне çутта кăлараканне, халалларăмăр. 

   Уяв пуçламăшěнче Чăваш Республикин гимнě мăнаçлă янăрарě. Чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Кузьмина Венера Меркурьевна И.Я. Яковлев çинчен тěплěн каласа пачě. «Чăваш халăхěн патриархě» темăпа презентаци кăтартрě. Николаева Валентина Поликарповна ачасене Чěмпěр хулине виртуаллă  экскурсие илсе кайрě. 

   Пуçламăш класра вěренекенсем   И.Я. Яковлев çырнă ăса вěрентсе калакан хайлавěсемпе паллашрěç, вуласа тищкерчěç. Паянхи уява 1-11 класра вěренекенсем активлă хутшăнчěç.