Тăван чěлхе уявěнче

Пурнăçра – пěр анне. Тăван чěлхе те пěрре. Ăна упрасси – пирěн тивěç.  Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чěлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чěлхи ытти чěлхесенчен кая юлмě.

   - Тăван чěлхене  лайăх пěлни тепěр чěлхене вěренме, унăн уйрăмлăхěсене тěплěнрех ăнланма, çавна май ытларах пěлỷ туянма пулăшать. Пěр чěлхене кăна пěлнипе канăçни, паллах, çын тавра курăмне ирěксěрех ансăрлатать, - тенě М.Я. Сироткин. Апла пулсан тěрлě чěлхесене вěренсе ăс пухасчě. «Пěр чěлхе – пěр ăс, икě чěлхе - икě ăс», -  тенě аслă çынсем. Çавна тěпе хурса Урпашри вăтам шкулти 8-мěш класра  чăваш чěлхи урокěнче тěрлě чěлхе янраса тăчě. Вěсем чăваш, вырăс, акăлчан поэчěсен хайлавěсене илемлě вуларěç. Чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Кузьмина В.М. нимěçле тата марилле юрăсем юрласа пачě.

   Тăван чěлхе кунě ячěпе!!!