«Пěтěм чăваш диктанчě – 2020» çыртăмăр
Ака уйăхěн 24-мěшěнче Урпашри вăтам шкулти вěрентекнěсем ертсе пынипе «Пěтěм чăваш диктанчě – 2020» çыртăмăр. Çыру ěçне çырма вěрентекенсемпе вěренекенсемсěр пуçне шкул ачисен ашшě-амăшěсем те хутшăнчěç. Кăçал Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнě» повесть тăрăх йěркеленě текста суйласа илнě. Диктанта инçет вěренỷ мелěпе çырма тиврě. Апла пулсан та шкул ачисем, вěренекенсем, шкул ачисен ашшě-амăшěсем «Пěтěм чăваш диктанчě – 2020» акцие хастар хутшăнчěç. Акцие хутшăнакансене, тăван чěлхене юратакансене, хисеплекенсене, чун-чěререн тав тăватпăр!