Чăваш чěлхипе литература эрни пуçланчě

Чăваш чěлхипе литература эрни пуçланчě

 

    Упашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе литература эрнине лайăх ỷсěмсемпе кěтсе илчěç. ВěренекенсемÇеçпěл Мишшине халалланă «Çěнě хум» республика шайěнчи конкурсра çěнтерỷçěсен ятне çěнсе илчěç. Унтан чăваш чěлхипе литература олимпиадинче тивěçлě малтанхи вырăнсене йышăнма пултарчěç. «Чăваш ачи, сассуна пар», Чăваш автономи облаçě 100 çул тултарнине халалланă «Ради жизни на земле», «Литература картти», «Улăпсен çěр-шывě» конкурссенче хутшăнса малтисен ретěнче пулма тăрăшрěç.

   Ака уйăхěн 20-21- мěшěсенче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 172 çул тултарнине халалласа вěренекенсем  инçет вěренỷ мелěпе викторинăна активлă хутшăнчěç. Вěсене, малти вырăна тухакансене, диломсем кěтеççě. Чăваш чěлхи эрни малалла пырать!