Çеçпěл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа

Çеçпěл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа

 

   Ака уйăхěн 16-мěшěнче Етěрне районěнчи Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта Çеçпěл Мишшине халалласа поэзи кунě иртрě. Уява 6-8 класра вěренекенсем хутшăнчěç.  Ачасем чăваш поэзийěн никěсне хываканăн сăввисене пăхмасăр тата уçăмлă  вуларěç.

  7 – мěш класра вěренекенсем «Юншăх» калав тăрăх инсценировка лартса пачěç. Пьеса куракансене кăмăла кайрě, сцена çинче вылякансене килěштерсе вěсем хытă алă çупрěç.

  Уяв вěçěнче Кузьмина В. М, чăваш чěлхипе литературине вěренткенě, Çеçпěл Мишши пурнăçěпе пултарулăхě тăрăх викторина ирттерчě. Çěнтерỷçěсене пылак çимěçпе хăналарěç.