Пěтěм чăваш диктантне çыртăмăр

Пěтěм чăваш диктантне çыртăмăр

 

  Ака уйăхěн  25- мěшěнче Тăван Республикăмăр  чăваш чěлхи уявне уявларě. Çак хаваслă кун Урпашри вăтам шкул вěренекенěсем ытти чăваш ачисем пекех Пěтěм чăваш диктантне çырма пухăнчěç. Кăçалхи диктанта Етěрне районěнче çуралса ỷснě Тани Юн киноактрисăна халалланă. Ун ятне чăваш халăхěн паллă та хăватлă  çыннисен йышне кěртес килет. Ахальтен мар Владислав Николаев хăйěн статйинче Тани Юн çинчен çапла çырать:

- …Вăл нихçан манми мăнаçлăхăмăр! Вăл  нихçан сỷнми çăлтăр – чăваш театрěпе киновěн çăлтăрě!»

   Ачасен ěçне тăван чěлхе вěрентекенěсем çак кунах тěрěслесе хак пачěç