Семен Васильевич Элкерěн çавра çулне сума суса ака уйăхěн 24-мěшěнче, чăваш чěлхипе литература эрнинче, Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта «Ушкăн çăлтăрăн асли» темăпа викторина ирттертěмěр. Аслă класра вěренекенсем çак мероприятие активлă хутшăнчěç. Ачасем Çемен Элкерěн вăрттăн ячěсене тупса пултарчěç. Ун ячěпе çыхăннă Чăваш Республикинче паллă вырăнсем пуррине пěлчěç. С.В. Элкерěн «Вăл вилěмсěр» поэма - вěренекенсен юратнă хайлавě. Автор унта çирěп, маттур, чăваш ывăлě çинчен çырса кăтартнă. Вăл Иван Смирнов пулеметчик. Эпир ун сăнарне асра тытăпăр, мěншěн тесен Иван паттăрсен вилěмěпе ěмěрлěхех куçне хупнă.
С.В. Элкер çинчен П. Хусанкай çапла çырнă: «Элкер е Ĕлкěр - пěр ушкăн çăлтăрсен чăвашла ячě. Урăхла ăна Ала çăлтăр теççě. Элкер… Чăваш хушаматлă чăваш сăвăçи. Халăх ывăлě. Халăх йышăннă пěр çăлтăр. Вăл – Элкер… Аслă сăвăçăн, пултаруллă çыравçăн, драматургăн хайлавěсене эпир малашне те киленсе вулăпăр.