Уççăн янăра, чăваш чĕлхи!

Уççăн янăра, чăваш чĕлхи!

       Ака уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче Етĕрнери 1-мĕш гимназире «Уççăн янăра, чăваш чĕлхи!»  сцена çинчи искусство фестиваль иртрĕ. Ку фестивале 2019 çулхи Раççейри театр çулталăкне халалланă.  Вĕренекенсем  фестивале тăрăшсах хатĕрленнĕ. Кашниех хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ. Кам сăвă каласа тĕлĕнтерчĕ, кам çепĕç те илемлĕ юрă шăрантарчĕ, , теприсем вара  чăн-чăн артист вырăнĕнче пулчĕç тесен те пулать. Урпашри вăтам  шкулти вĕренекен, Кузьмина Ирина, та хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ. Вăл  Александр Артемьев çырнă «Салампи» романри «Салтак амăшĕ» сыпăка чуна пырса тивмелле каласа пачĕ, куракансемпе жюри членĕсене хăйĕн çепĕç сассипе тыткăнлама пултарчĕ. Фестивале хутшăннисем уявран хаваслă  кăмăлпа тухрĕç.