Ака уйăхěн 20 – мěшěнче Шупашкарта республика шайěнчи наукăпа практика конференцийě иртрě. Çак фестивальте Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта 11 - мěш класра вěренекен Кузьмина Анастасия Николаевна хастар хутшăнчě (ертỷçи – Кузьмина Венера Меркурьевна). Вăл авторсен прозипе поэзи секцийěнче çěнтерçỷ ятне илме тивěçлě пулчě. Ăна çак пысăк ỷсěмшěн чу-чěререн саламлатпăр!
Çак кунах тăван шкулăмăрта чăваш юрри-кěвви янăрарě.