Театр çулне халалласа

    «Туссăр çын – туратсăр йывăç» - тенě ваттисем. Пурнăçра этем туслăхсăр пурăнма пултараймасть. Тус-юлташ чун-чěрене хаваслăх тултарать, хуйха-суйха сирет. Туслăх чи малтан çемье ăшшинчен, атте-аннерен, çывăх тăвансенчен, пěрле вěренекенсенчен пуçланать.  «Тусу çук пулсан – тупма тăрăш, тупсан – упрама тăрăш тенě ваттисем. Туспа килěшỷллě пулни – ырă кăмăлăх палли. Усал чунлă çынсен юлташсем çук. Ырă чунлă çын патне вара пурте туртăнаççě. Шăпах çак туслăх темине уçса парать те  Ольга Туркайă çырнă пьеса-юмахě.  Кăçалхи театр çулталăкне халалласа ака уйăхěн 19-мěшěнче Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулти  6 – мěш класс вěренекенěсем «Туслăх вăйě» пьсăна вуласа тухрěç, тишкерчěç, пěчěк инсценировка лартса пачěç. Ачасем сцена çинче выляни пурне те кăмăла кайрě.