Ака уйăхěн 12-мěшě – Космонавтсен кунě. Çак уява халалласа Урпашри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта пиллěкмěш тата çиччěмěш классенче Константин Петров çырнă «Сенкер çăлтăр» ятлă хайлавěпе паллашрěç. Вěренекенсем Андриян Григорьевич Николаевăн ачалăхě çинчен , мěн пěчěкрен çăлтăрсем патне вěçсе кайма ěмěтленни çинчен пěлчěç. Çиччěмěш класра вěренекенсем Андриян Григорьевич Николаев биографийěпе çыхăннă викторинăна активлă хутшăнчěç. А. Г. Николаев - Совет Союзěн виççěмěш космонавчě, тěнчере пиллěкмěш космонавт. Ун çинчен тěплěнрех пěлес тесе ачасем Шуршăла кайса килме тěллев лартрěç.