Тавракурăма ÿстерсе – туртăнатпăр тÿпене

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Вăрманти юмах» ача сачĕн пепкийĕсем тавракурăмне паллă ентешсен сăн ÿкерчĕкĕсене пăхса, вĕсен ячĕсене туллин каласа анлăлатрĕç. Вĕрентекенсем пĕчĕккисене историри паллă чăвашсене А.Г. Николаев, И.Я. Яковлев, В.И. Чапаев, Раççейри театр çулĕ пулнă май, Н.Д.Мордвинов актер пирки тĕплĕнрех, Тани Юн, Пайгусов, Садовников, Яргейкин артист-етĕрнеçĕсене палăртса хăварчĕç. Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисен кунĕ çитсе пынă май ачасем аслисемпе тÿпери, шыври, çĕр çинчи сыхлакансен çар техникисене асăнчĕç, çав тематикăпах сăвă йĕркисене вĕренчĕç.

Ахаль салтак кăна эп,

Ман – атă та шинель.

Ахаль салтак кăна эп,

Автомат çĕклеп.

Ахаль моряк кăна эп,

Ик йĕрлĕ ман кĕпе.

Ахаль моряк кăна эп,

Пăрахутпа ишеп.

Ахаль пилот кăна эп,

Кĕрнеклĕ кăйкăр мар.

Ахаль пилот кăна эп,

Самолетпа вĕçеп.

Юлашки сăввăн йĕркине палăртса шкул çулне çитменнисем вĕçев техникине сăрлас терĕç, ун çинчен юрă юрларĕç. Çакă пĕтĕмпех тăван тăрăха, чĕлхене юратнипе, хисепленипе тата çывхарса килекен Пĕтĕм халăхсен тăван чĕлхе кунне палăртса иртрĕ.