Кăвак çеçке

Ака уйăхĕн 24-мĕшнче «Вăрманти юмах» ача пахчинче Раççейри Ыр ĕç тăвакансен çулталăкне тата Чăваш Енри Иван Яковлевăн çулне халалланă Чăваш эрнин «Кăвак çеçке» ятлă кăтарту иртрĕ. Тĕллевĕ тăван тăрăха: яла, урама, киле, чĕлхене, чăваш культурине юратасси, хисеплесси, ачасене йышпа пухса ашшĕ-амăшне вĕсен пултарулăхĕпе кăтартса савăнтарасси шутланчĕ. Пурнăçламаллисем шутне илемлĕн чăвашла сăвăсем калама, ачасене вăйă картинче кĕвĕпе утса юрлаттарма, туслăн выляма, хăйсене сăпайлă тытма вĕрентесси, чăвашсен паллă çыннисен, культурипе ĕç-хĕлĕн пĕлĕвне пуянлатасси кĕчĕç.

Уявра ачасем чăвашлăх çинчен, «Автан», «Уяр», «Ал лаппи» сăвăсем каласа, «Чăваш гимнĕ», «Пĕчĕк çеç путене», «Кукамипе кукаçи», «Детский сад», «Шăнкăрч юрри», «Автобус», юрăсем юрласа, «Хăваламалла», «Лашалла» вăйăсем выляса куракансен кăмăлне тултарчĕç.

Юлашкинчен «Урам аякки кăвак çеçке» кĕвĕпе карталанса ташласа вĕçлерĕç, пурте пылакпа сăйланчĕç.