«Хунав» конкурсĕнче

Ака уйăхĕн 25-мĕшнче «Вăрманти юмах» ача пахчинчи ачасен пĕр ушкăнĕ Етĕрне хулине республикăри «Хунав» конкурс-фестивале хутшăнчĕ. Вĕсем «Шăнкăрч юррине» шăрантарчĕç, сăвăсем каласа пачĕç. Хутшнакансене пурне те тав хучĕсемпе чысларĕç. Уяв «Сывлăм пĕрчи» ача пахчинче хаваслăн иртрĕ.