Ака уйăхěн 24-мěшěнче Урпашри вăтам шкулти вěренекенсем чăваш чěлхипе литература ỷлěмне «Пěтěм чăваш диктанчě-2018» çырма пухăнчěç. Кăçал А.Артемьевăн хайлавěнчи тăван чěлхе çинчен çырнă текст кěртсе панă. Чăнипех те, ытла та илемлě, чаплă, асамлă, паха,чěвěлти пирěн чěлхемěр! Тăван чěлхен илемне , пуянлăхне, асамлăхне туйма чăн чăваш туйăмлă чипер ача кăна пултарě. Юратар, хисеплер, упрар хамăрăн кивелми аслă чěлхемěре!