Халăхě тěрлě – шухăшě пěр

Ака уйăхěн 21-мěшěнче 10 класра чăваш литературине вěрентекен Николаева В,П. «Халăхě тěрлě – шухăшě пěр»  темăпа урок ирттерчě. Ку урокра вăл вырăссен паллă профессорě, Николай Ильминский, чăваш тата мăкшă халăхěсене  тăван чěлхене аталантарма пулăшнине кăтартса пачě. Ильминский пулăшнипе Иван Яковлев чăваш çутлăхçи, Макар Евсевьев  мăкшăсен çутлăхçи хăйсен халăхěшěн тунă ěçсене палăртса хăварчěç. Юлашкинчен, кăçал Российăра Хăйсен ирěкěпе ырă ěçсем тăвакансен çулталăкěнче,  вěсем шăпах çав çынсем шутне кěнине палăртрěç. Урокпа ачасем кăмăллă юлчěç.