Ака уйǎхĕн 28-мĕшĕнче «Вǎрманти юмах» ача пахчинчи кĕçĕн, вǎтам тата аслǎ ушкǎнсен Чǎваш эрнине халалланǎ «Сар чечек» ятлǎ вǎйǎ картиллĕ кǎтарту иртрĕ. Куракансем умне ачасем «Пахчи, пахчи» юрǎпа утса кĕчĕç. Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче «Чǎваш тĕнчи çĕр пин сǎмахран, çĕр пин юрǎран, çĕр пин тĕрĕрен тǎрать», - тесе калаканĕн, чǎваш алфавитне йĕркелекенĕн, чǎваш Çутлǎхçин Иван Яковлевич Яковлевǎн çуралнǎ кунĕпе çыхǎнтарнǎ уявра ачасем чǎваш алфавитне аса илчĕç. Чǎваш нацийĕн хǎйĕн ялавĕ, гербĕ тата гимнĕ пур тесен пурте ура çине тǎрса юрларĕç. Экологи çулталǎкĕ ячĕпе сар чечек пек ачасем тǎван тавралǎх, чĕрĕ организмсем пирки Ирина Иванова, Лилия Кириллова, Иван Ильин, Екатерина Баранова, Кира Ирзакова, Тимофей Овчинников, Арина Сидорова, Варвара Николаева, Анна Кузьмина, Любовь Григорьева сǎвǎсем каларĕç, тǎри çинчен, «Шǎнкǎрч юрри» юрларĕç.
Пирĕн садри ачасем,
Пурте туслǎ-çке вĕсем.
Туслǎх пирĕн хушǎра
Питĕ пысǎк вырǎнта.
Çак йĕркесем хыççǎн вырǎс халǎхĕпе унǎн йǎли-йĕркине хисепре тытнине Раççей гимнĕпе, «Ой: бежит ручьем вода» вырǎс юррипе, Ирина Ивановǎпа Лилия Кириллова «Во поле береза стояла» вырǎс юррипе ташǎ кǎтартса панипе, «Барбоспа кайǎкла» вылянипе, Егор Капитонов паян 5 çул тултарнипе «Каравай» çаврǎнса юрланипе «сар чечексем» туслǎн çирĕплетсе пачĕç.
«Чǎвашла каланине тǎвǎр» вǎйǎра вĕсем чупрĕç, сикрĕç, вĕçрĕç, утрĕç, алǎ çупрĕç. Çулталǎкри вǎхǎтсене, уйǎх ячĕсене, кайǎк ячĕсене, «илемлĕ» сǎмахǎн 10 синонимне каласа сарǎ чечеклĕн çаврǎнса «Илемлĕ» юрǎ-ташǎпа уява вĕçлерĕç.
Тĕллевĕ тǎван тǎрǎха, вырǎс тата чǎваш чĕлхисене, культурине юратасси, хисепре тытасси, ачасене йышпа пухса ашшĕ-амǎшне вĕсен пултарулǎхĕпе паллаштарса савǎнтарассипе çыхǎннǎ. Пурнǎçламаллисене ачасем вǎйǎ картинче туслǎн выляса, хǎйсене сǎпайлǎн тытса кǎтартса пачĕç.